Г. Н. Волковăн кĕске каларăшĕсемпе ачасене воспитани парасси

Павлова Людмила Ананьевна,

Çĕрпÿ районĕнчи Опытнăй

вăтам шкулĕн чăваш

чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.

 

 

Г. Н. Волковăн кĕске каларăшĕсемпе ачасене воспитани парасси.

Халăх сăмахлăхĕ, чĕлхе пекех, темиçе ĕмĕр хушши ача – пăчана воспитани парас ĕçре пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнса тăнă. Чăваш халăхĕ ачи – пăчине мĕн пĕчĕкрен халăх педагогикин тĕслĕхĕсемпе çитĕнтернĕ. Халăх педагогикинчи кĕске каларăшсем те (вĕсене урăхла ваттисен сăмахĕсем, тупмалли юмахсем, ырă сунăмсем, тупа сăмахĕсем теме пулать, вырăсла вара «афоризм» терминпа усă куратпăр) ача – пăчана ăслăрах, ырăрах, сăпайлăрах пулма хĕтĕртнĕ, тарăнрах шухăшлама чĕннĕ. Тытăмĕ енчен кĕске пулсан та, каларăшсем пурнăçри çивĕч мораль ыйтăвĕсене хускатаççĕ, вĕсенче халăхăн питĕ тарăн шухăшĕ пытарăннă. Кĕске каларăшсем кашни халăхăнах пур. Чăваш халăхĕн каларăшĕсене чи малтанах Иван Яковлевич Яковлев ылтăн çÿпçене пуçтарнă, унăн ĕçне малалла тăсаканĕ вара – чăвашсен сумлă педагогĕ Г. Н. Волков.

«Астăвăмсăр – йăла – йĕрке çук.

Йăла – йĕркесĕр – культура çук.

Культурăсăр – воспитани çук.

Воспитанисĕр – чунлăх çук.

Чунлăхсăр – çын çук.

Çынсăр – халăх çук», -

çапла çырать пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр. Воспитани вара халăх ăслăлăхĕ çинче никĕсленсе тăрать. «Мĕн – ха вăл воспитани? Юрату тата эсĕ хăв тĕслĕх кăтартни», - шухăша ярать пире Г. Н. Волков. Ачана воспитани парасси вара тăван атте – анне килĕнчен пуçланать. Г. Н. Волков ашшĕ – амăшĕн килĕ çинчен ăшшăн аса илет. «Тăван кил туртăмĕ питĕ вăйлă, унăн вăйĕ асамлă. Атте – анне килĕ – çĕр çинчи чи хаклă вырăн. Ылтăн сăпка…

Ватă çын – ăслă çын. Ватă çын – тăватă çын, - тетпĕр эпир, чăвашсем. Е тата та вирлĕрех: ватти çук та – латти çук. Ялти ватăсем Волкова ăс парса ÿстернĕ. Пурнăç кăларса тăратакан ыйтусем çине хурав тупаймасан вăл ватă çынсемпе канашланă. «Вĕсемсĕр манăн пÿрт те ишĕлĕ, вĕсемсĕр эпĕ те çухалăп. Вĕсемсĕр эпĕ – тусан, çулăмсăр тĕтĕм. Вĕсемсĕр эпĕ никам та мар».

«Тивĕçлĕ ăру çитĕнтерес ĕçре чи пĕлтерĕшли – çемье… Çын мĕн пĕчĕкрен ăш пиллĕ юрату, ăнлану тата пулăшу витĕмĕпе киленсе ÿсет, çитĕннĕ май усăллă пĕлÿ ытларах илме тăрăшать пулсан, пурнăçра çав этем çураçуллă, вăйлă характерлă пулса çитĕнет», - тенĕ ЧР Президенчĕ М. В. Игнатьев Патшалăх Канашне 2011 çулта янă «Çамрăксене шанмалла» çырура. «50 ытла университетра лекци вуларăм, Парижран пуçласа Якутска çитиччен. Çемьере пулаймарăм, ачасене çителĕклĕ пăхаймарăм, патшалăх ĕçĕнче тăрăшсах ĕмĕр иртсе кайрĕ. Эсир ăслăрах пулăр – килĕре упрăр», - çапла вĕрентсе каласа хăварнă Г. Н. Волков Вĕрентÿ институчĕн студенчĕсене. «Нумай ача кирлĕ мар, лайăх ачасем кирлĕ. Лайăх çемьере лайăх ачасем ÿсеççĕ. Туслă, лайăх çемье чăмăртăр».

Ашшĕ – амăшĕн тивĕçĕ çинче те нумай чарăнса тăнă пирĕн вĕрентекен. Ашшĕ – амăшне кура ачисем. Ашшĕ – амăшĕ мĕн тăвать, ачисем те  çавнах тума тăрăшаççĕ.

Ачара ырă енсене аталантарасси, чи малтанах, çемьере амăшĕ çинче тытăнса тăрать пулĕ. «Аллăри çын амăшне хисеплеме вĕренеймен пулсан унра 50 çул хушши ырă енсене шырани усăсăр. Эсир манăн  тăшман пулас тетĕр пулсан – тĕнчере манăн аннерен лайăхрах çын пур тесе кăна калăр. Çакăн хыççăн эсир яланлăхах манăн тăшман пулса юлатăр».

Чăваш халăх сăмахлăхĕнче çакăн пек тупмалли юмах та пур: Ашшĕ тÿрĕ, амăшĕ кукăр, ывăлĕ усал, хĕрĕ япăх».

Г. Н. Волков хĕрарăма хисеплеме вĕрентесси çинчен нумай çырнă, ăна турă вырăнне хурса упрама пилленĕ çамрăксене.

«Санăн арăмунтан лайăхраххи çĕр çинче пулман, пулмасть те. Пирĕн йăхра пĕрре кăна авланаççĕ».

«Телейлĕ упăшка ырă кăмăллă, çирĕп сывлăхлă, вăл нумай пурăнать, анчах арăмĕнчен маларах çĕре кĕрет. Телейлĕ упăшка пул», - аса илет этнопедагог амăшĕ туйра пил панă сăмахсене».

Ваттисене сума суни, ашшĕ – амăшне хисеплени -пархатарлă ĕç. Çемьери кĕçĕн ачасем аслисенчен тĕслĕх илсе ÿсеççĕ. «3 – ри ывăл ача ашшĕне пулăштăр, 3 – ри хĕр ача амăшне пулăштăр»,  - тет Г. Н. Волков. Аслă ачасен çемьери тĕп тĕллевĕ – кĕçĕннисене пулăшасси. «Эпир сана йывăрлăхсăр ÿстермен», - тенĕ ÿсерех панă ачасене. Санăн та шăллу – йăмăкусене пăхмалла. Вĕсем сана ĕмĕрлĕхех юратчăр. Юратусăр шăллăм çук, килĕштернисĕр йăмăк çук.

«Лайăх, ăслă, кăмăллă çын пурне те юрăхлă», - çырнă хăй вăхăтĕнче Игнатий Иванов. Ялан ăспа çÿресен ялти ватă ятламасть, - тетпĕр эпир те ача – пăчана.

Çын пул! Çипуçпа тĕлĕнтерме мар, ăспа тĕлĕнтерме тăрăш. Ăслипе туслашăн – ăслă пулăн, ухмахпа туслашăн – ухмах пулăн, вăрăпа туслашăн – хăв та вăрă пулăн (Г. Н. Волковăн кĕске каларăшĕсенчен).

Чăваш халăхĕ инкеке, йăтайми хуйха – суйха ĕçпе пусарма тăрăшнă. Сана виле пытарма чĕнчĕç пулсан – куççуль тăкса тăлăхсене ан хуйхăрт, вĕсене йăпатма сăпка юрри юрла, - тенĕ Г. Н. Волков. Инкек пулчĕ пулсан – кĕреçе тыт.

Йăтайми хуйхă – пуртă тыт. Ĕç пурне те йĕркене кĕртет. Ĕçсĕр ухмаха тухма пулать. Хитре тесе калличен ĕçчен тесе калаччăр.

Сăпка çулĕнчи ачасене чăвашсем мунчара милĕкпе çапнă чух çапларах ăс панă: ырă лашу ыррăн чуптăр, ăслă пуçунта ăслă шухăшсем пулччăр, ырă аллусем ырă ĕçсем туччăр. Ырă ĕçсем тума тăрăш. Сĕтпе хăналарĕç – пĕтĕм  çемьене пылпа хăнала. Хура алсиш парнелерĕç – шурă путек парнеле. Карта юсама пулăшрĕç – çĕнĕ пÿрт лартма пулăш. Сана пулăшрĕç – вĕсемшĕн те çаплах пул.

Пурнăç пурăнасси – уй урлă каçасси мар. «Çĕр çинче пурăнма мĕнлерех? – ыйтнă Г. Н. Волковран пĕр тĕл пулура. Çăмăл мар, йывăр. Эпир çум курăк мар вĕт. Çум курăк кăна çăмăллăн ÿсет.

«Чăваш пулма йывăр – и?» - ыйтнă унран тепĕр калаçура.

«Чăн чăваш пулма питех те çăмăл мар. Çăмăл пулнă пулсан пурте чăваш пуласшăн тăрăшĕччĕç. Халăх вĕрентĕвĕн енĕсене çамрăклах ăша илнĕ çын çеç чăваш çынни пулма пултарать» - пулнă хурав.

 Тавтапуç Г. Н. Волкова çакăн пек Аслă чĕреллĕ пулнишĕн...