Ҫыхăну татăласран асăрханăр
Татьяна Петрова, Ҫěрпӳ районěчи Опытнăй вăтам шкулěн чăваш чěлхипе литература вěрентекенě, Чăваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ
(«Хыпар» хаҫат, 11-12 №№, 2021, нарăс,5)
Кашни халăхăн хăйěн чěлхи пур. Тăван чěлхепе эпир пěр-пěринпе калаҫатпăр. Геннадий Волков академик чěлхе халăхăн малашлăхě тенě. Эпě унпа килěшетěп. Анчах юлашки вăхăтра «чěлхе халăхăн малашлăхě» текен шухăш ҫухални сисěнме пуҫларě.
Малтанах эпě чăваш чěлхи вěрентěвěн ырă туртăмěсем ҫинче чарăнса тăрасшăн. Кунта вěрентекенсем ҫителěклě пулни, вěренӳ пособийěсемпе пур ачана та тивěҫтерни, кăтартупа курăм хатěрěсем пурри ‒ вěренӳ ěҫěн тухăҫлăхне чылай ӳстерет.
Вěренӳ институчě те чăваш чěлхипе литература вěрентекенěсене пур енлěн пулăшма тăрăшать. Вěренӳ ěҫěнче тухăҫлă технологисене алла илме, вěсемпе шкул ěҫěнче усă курмалли меслетсемпе паллаштарсах тăрать. Апла пулсассăн, пирěн, вěрентекенсен, шкулта ěҫлесе ачасене чăвашлăха юратма вěрентме пур майсем те пур.
Анчах ҫакăнта асăннă ырă енсем чăваш чěлхине аталанатарма, чăвашлăха юратма ҫителěксěр иккен. «Пăтăрмахě» вара ашшě-амăшě тăван чăваш чěлхине суйласа илсе заявлени ҫырса вěрентме тапратсан пуҫланчě. Хайхи чăваш ачисемех тăван чăваш чěлхи вырăнне вырăс чěлхи суйлама пуҫларěҫ. Чăвашра ҫуралса ӳснě, чăваш юнě юхакан ачасем тăван чěлхепе калаҫма пач! пăрахрěҫ.
Чăвашлăх туйăмне ачасенче аталантарасси, паллах, ашшě-амăшěнчен нумай килет. Енчен те ҫемьера чăвашла калаҫсан, ырă йăласене тытса пырсан ача пур енлěн аталанасса шанма пулать. Амăшěн чěлхипе калаҫма вăтанакан ҫынсем пурришěн, эпир те, вěрентекенсем айăплă. Апла пулсан хăй вăхăтěнче хамăр ěҫ ҫине ҫиелтен пăхнă.
Ашшě-амăшěсем чăвашлăхшăн «ҫунччăр» тесе пирěн обществăра вěсем валли «темскер» шухăшласа кăлармалла. Ҫав «темскер» вăл темле ырă та хавхалануллă пулмалла.
Ҫемьен, ача пахчин, шкулăн, уйрăмăнах кěҫěн классенче вěренекенсем хушшинче çыхăнуллă, вĕçе-вĕçлĕн ěҫлесе пымалла. Чылай чухне ҫак ҫыхăну татăлать.
Сăмахран, ача ҫемьерен, ача пахчинчен чăвашла пěлсе шкула килет. Пěрремěш класра вара ашшě-амăшěсен тăван чăваш чěлхине суйлама заявлени ҫырмалла. Пуҫламăш класс вěрентекенě чăвашла «ни пилмес». Вăл, паллах, ашшě-амăшěн пухăвěнче чăваш чěлхи пуянлăхěпе унăн кирлěлěхě пирки пěр сăмах та хушмасть. Акă, ҫыхăну татăлчě те!
Обществăпа тěрлě власть органěсен те (вěренӳ министерстви пирки сăмах пырать) ҫак кăткăс ыйтăва татса парас тěлěшпе ҫине тăрса, пěр шухăшлă пулса ěҫлемелле. Сăнаса, аякран пăхса кăна тăмалла мар. Шкулсенче сехет шучěсене чакармалла мар, пěр пек пулмалла. Республикăри шкулсенче пěр класрах чăваш чěлхи предмечě 3 сехет, тепěр шкулта -1 сехет, тата тепринче -0,5.
Тăван чěлхе – тăван халăхăн иксěлми ăс-тăн ҫăлкуҫě. Ᾰшшăн каланă чăваш сăмахě кашни ҫын чунне ăшăтать, кăмăлне ҫěклет. Чăваш чунě патне чăваш чунлě ҫын кăна ҫитме пултарать.
Ҫын лаши темěн тěрлě маттур пулсан та, ун ҫине утланса хам лаша тесе мухтанса ҫӳреймěн. Ют чěлхе пит аван пулсан та, вăл пирěн мар. Темěн тěрлě чаплă ҫын тумтирне тăхăнса, хам тумтирěм тесе калаймăн. Хăвăн пулсан вара никам та нимěн те калаймě. Сухомлинский чăвашсем ҫинчен ырă сăмахсем ҫырнă. Вăл чăваш чěлхине чи пуян чěлхесен шутне кěртнě.
Пěтěмлетӳ туса эп ҫапла каласшăн: Чăваш калани – тĕрĕс, чăваш пуплени – тỹрĕ, унăн сăмахĕ – вирлĕ, унăн чĕлхи – илем.